Вырсарникун каҫхи 7 сехет хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи Шӑплат ялӗнче харӑсах виҫӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшне ҫӑлма май килнӗ. Пушара тӑватӑ автоцистерна сӳнтернӗ.
Шӑматкун вара Шупашкарти Энтузиастен урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре иккӗмӗш хутри балкон ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫитсен ҫулӑма пилӗк минутран сӳнтернӗ.Пушар мӗнрен тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче виҫӗ тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе яма пултарнӑ.
Паян ҫур ҫӗр иртсен Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫулӑм икӗ пӳрте тӗп тунӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнине ҫур ҫӗр иртни 3 сехет тӗлӗнче курнӑ. Ҫунса кайнӑ пӗр ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗрарӑм пушартан ҫӑлӑнас тесе иккӗмӗш хутран сикнӗ. Ҫапла вӑл аллине амантнӑ, ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Паян ирхине Муркаш районӗнчи «Хӗвеллӗ» сад юлташлӑхӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуралтӑ таврашӗсем кӗле ҫаврӑннӑ.
Паянхи ир тӗлне Мари вӑрманӗсенчи пушар сарӑлассине чарнӑ, ҫулӑма сӳнтернӗ. Халӗ 27 гектар ҫинче вӑрман уҫҫӑн ҫунмасть. Кун пирки кӳршӗри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Халӗ пушарнӑйсем ҫулӑма ҫӗнӗрен алхасма парас мар тесе сыхӑ тӑраҫҫӗ. Пушар пулнӑ вырӑнсенче торфяниксем ҫине шыв тӑкаҫҫӗ, шурлӑхлӑ вырӑнсенче ҫӗре сухалаҫҫӗ.
Юлашки талӑкра 3 вертолет 222 тонна шыв сапнӑ. Паян 4 вертолет вӗҫнӗ, 105 техника, 500 ытла ҫын ӗҫленӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, паян, пӗлтернӗ тӑрӑх, Мари Элте ҫунакан вӑрмансен лаптӑкӗ чакнӑ. Малтан 54 гектар ҫӗр ҫинче ҫулӑм алхаснӑ пулсан халӗ – 27 гектар ҫинче.
Кӳршӗ регионта инкеклӗ лару-тару режимӗ вӑйра. Ҫунакан вӑрмана сӳнтерес ӗҫ малалла пырать. Пушарпа 1 пин ҫын кӗрешет. Ҫав шутра хӑйирӗкҫӗсем те пур. Ҫавӑн пекех 175 техника пушара сӳнтерет. РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Ка-32 тата Ми-8 самолечӗсем сывлӑшран ҫулӑм ҫине шыв тӑкаҫҫӗ. Тепӗр йывӑр 18 техника пушарпа кӗрешет.
Вӑрман ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ялсем патӗнче ҫулӑм ан куҫтӑр тесе ҫӗре сухаланӑ, ҫынсене эвакуациленӗ.
Паян ҫӗрле Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче агроферма ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, агрофермӑра ҫулӑм ахальтен тухман, ӑна чӗртсе янӑ. Пушарта унӑн тӑрри сиенленнӗ, пилорама тата хӗле валли хатӗрленӗ утӑ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме 5 пушар машини ҫитнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 918 пушар тухнӑ. Вӗсенче 57 ҫын вилнӗ, 40-ӗн суранланнӑ. Вут-ҫулӑмран 75 ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗтӗмӗшле тӑкак 17 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче республикӑра 21 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗнӗ чухне путнӑ.
Каччӑ Ҫӗмӗрле пӗвинче шыва кӗнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине тӳрех тупайман, водолазсене чӗннӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви шыва кӗнӗ чухне асӑрханма ыйтать. Ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ чӑмпӑлтатма юратать. Кӑҫал ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 22 ҫын путса вилнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тарӑх, республикӑра тепӗр ҫын путса вилнӗ. Арҫын 65 ҫулта пулнӑ.
Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тепӗр кунхине, паян, ирхине 6 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере унӑн виллине тупнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Прокуратура, Роспотребнадзор тата Инкеклӗ лару-тӑру министерстви Елчӗк районӗнчи шкул ҫумӗнчи уйлӑхсене тӗрӗсленӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Аслӑ Елчӗкри Волков ячӗллӗ шкулта, Андреев ячӗллӗ Лаш Таяпа шкулӗнче, Кушкӑ шкулӗнче санитарипе эпидемиологи йӗркисене пӑснӑ. Вӗсенче ачасене апатлантарнӑ чухне те йӗркене пӑснӑ. Тӗслӗхрен, аш-какайӑн чи пӗчӗк виҫин нормине пӑхӑнман. Апат-ҫимӗҫе тӗрӗс мар упрани те пулнӑ. Ҫавӑн пекех чашӑк-тирӗке кирлӗ пек дезинфекцилемен.
Прокуратура ҫак шкулсен директорӗсем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Чӑваш Енре Республика кунӗнче 4 ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе, республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 4 ҫын шывра путнӑ, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пляжра тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫулти арҫын Атӑла кӗнӗ те тухман. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ.
Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем тата ӑшӑрах пулассине систереҫҫӗ.
Ыран республикӑра 29-34 градус пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн 35-37 градуса ҫитӗ. Сывлӑшри нӳрӗк – 50 процент. Ҫил кӑнтӑрла ҫеккунтра 4-9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫӗрле – 2-7 метр хӑвӑртлӑхпа. Атмосфера пусӑмӗ 751 мм.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине асӑрхаттарать. Хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |